ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски районӗнче икӗ маршрут хупӑнни пирки пӗлтернӗ. Вӑл вӗсен вырӑнне вӑхӑтлӑх перевозчиксем килмеллине каланӑ. Ку ҫитес эрнерен пулӗ.
«Хӑйне перевозчик текен харпӑр усламҫӑ водительсем ҫитменнине тытнӑ та «Шывпуҫ – Алманчӑ – Шупашкар», «Красноармейски – Шупашкар» маршрутсене хупса лартнӑ. Ҫапла вӑл сахалтан та 236 ҫынна транспорт ҫыхӑнӑвӗсӗр хӑварнӑ.
Олег Николаев прокуратурӑна ҫак перевозчик тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма хушнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ кунлӑх сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Сасӑлав правипе усӑ курас кӑмӑллисем унта ирхи 8 сехет хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма пултарӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫынсене йышӑнма хатӗр. Вӗсем пирӗн республикӑра пурӗ 1108 шутланаҫҫӗ.
Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созыври депутачӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗсене, хӑш-пӗр муниципалитетра Депутатсен вырӑнти пухӑвӗсене депутатсене суйлама май пулӗ. Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсенче Депутатсен пухӑвӗсен пӗрремӗш созывне депутатсене суйлӗҫ.
Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура.
Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
«Тӗрленӗ Чӑваш Ен» проект Республика кунӗнче старт илнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, кашни районти ӑстасем республика карттине тӗрлӗҫ. Уявра Чӑваш тӗррин музейӗ кашни района чиккисене ӳкернӗ картинӑна валеҫсе панӑ.
Ӑстасем ҫӑвӗпех ӗҫленӗ. Акӑ карттӑн пӗрремӗш пайӗсем музея ҫитнӗ. Шупашкар районӗн карттине Любовь Вазюковӑпа Анастасия Андреева тӗрленӗ. Елчӗк районӗнче ку ӗҫе Римма Парферьева пурнӑҫланӑ. Вӑрнар районӗнче вара карттӑна Елена Есенцева тата Елена Шарипова тӗрленӗ. Красноармейски районӗн карртине Жанна Михайлова хатӗрленӗ.
Проект положенийӗпе килӗшӳллӗн, карттӑсен тӗрленӗ пайӗсем музея авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитмелле. Унтан вӗсене «Паха тӗрӗ» хапрӑк ӑстисем пӗрлештерӗҫ. Тӗрленӗ карттӑпа халӑха Чӑваш тӗррин кунӗнче, чӳкӗн 26-мӗшӗнче, паллаштарӗҫ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн-мӗшӗнче, Эдуард Фомин чӗлхеҫӗ 50 ҫул тултарнӑ. Ӑсчах 1971 ҫулта Красноармейски районне кӗрекен Именкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1996 ҫулччен чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн журналистикӑпа стилистика кафедринче ассистентра тата Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗн корресподентӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн электронлӑ информаци хатӗрӗсен кафедрин вӗрентӳҫинче ӗҫленӗ. 2002 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӑй хурать.
Аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Алексей Валентинович 2000 ҫулта диссертаци хӳтӗлесе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята тивӗҫнӗ.
Пурте кураҫҫӗ ӗнтӗ: республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑран таҫта та ӳсет. Тӳре-шара унпа кӗрешме хыснаран 8 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Пирӗн республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑран 300 гектар ҫинче алхасать. Уйрӑмах вӑл Красноармейски районӗнче нумай иккен. Унта пӗтӗмпе 13,2 гектар ҫинче шӑтса тухнӑ вӑл. Ытларах юханшыв хӗррипе ӳсет. Ҫавӑнпа химипе усӑ кураймӑн.
Специалистсем сисчӗвленнӗ: лару-тӑрӑва алла илмесен вӑл тата ҫивӗчленӗ. Ҫавӑнпа наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ та ӗнтӗ.
Суйлав тесен те темӗн те тӑвӑн тесси ҫеҫ юлать пулӗ ҫав. Авӑн уйӑхӗнче суйлав ҫывхарать те, депутат пулас ӗмӗтлӗ кандидатсем те, вӗсене майлисем те канӑҫа ҫухатнӑ темелле.
«Район (сӑмах Красноармейски районӗ пирки пырать. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов оргпайра тӗп специалист-эксперт пулса ӗҫленӗ хӗрарӑма ӗҫрен кайма хистенӗ, мӗншӗн тесен унӑн упӑшки КПРФ ячӗпе Депутатсен районти пухӑвне суйланма регистрациленнӗ», – тесе пӗлтернӗ Александр Андреев коммунист. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра хыпарланӑ.
Кузнецов маларах эпир асӑннӑ кандидатӑн арӑмӗн ӗҫ пӳлӗмне темиҫе те кӗрсе тухнӑ имӗш, ӑна вӑл упӑшки депутат пулма суйлава ан хутшӑнтӑр тесе ӳкӗте кӗртме пӑхнӑ. «Тӳре-шаран тыткаларӑшӗ пирки прокуратурӑна евитленӗ», — тенӗ Андреев.
Етӗрне районӗнче вара ЧР Патшалӑх Канашне суйланас ӗмӗтлӗ КПРФ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Николай Федоров наганпа ӳкерӗннӗ, видеона хӑйӗн партийӗшӗн сасӑлама ыйтса Интернета вырнаҫтарнӑ. Ку эстремизм мар-и тесе йӗрке хуралҫисене ҫӑхавлакансем тупӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 9-15-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 4150 ҫынна ОРВИ диагноз лартнӑ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, кӑтарту 7 процент чакнӑ. Ҫапах чирлесси пысӑк шайра-ха.
Чирленисенчен 2745-шӗ пульницӑна кайса пулӑшу ыйтнӑ. Иртнӗ эрнере ытларах Ҫӗнӗ Шупашкарта /247 ҫын/ тата Канаш хулинче /196 ҫын/ чирленӗ. Ҫӗмӗрлере 137 ҫын чирленӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, унта ку кӑтарту виҫӗ хутчен ӳснӗ.
Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрмар районӗсенче ҫынсем сахалрах чирленине палӑртнӑ. Сӑмах май, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ республикӑра пӗр талӑкра 10 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Ку таранччен вируса пула 1871 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче 151 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ амӑшне мӑшкӑлланӑ. Пӗрре кӑна мар, виҫӗ хутчен.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак каччӑ ӳсӗр чухне амӑшне вӑйпах ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ. Унашкал виҫӗ тӗслӗхе шута илнӗ.
Кунсӑр пуҫне вӑл 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ялӗнчи пӗр ватӑ ҫын килӗнчен 68 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унччен вӑл судпа тӑватӑ хутчен айӑпланнӑ.
Хальхинче суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, республикӑри икӗ ҫемьене тата тӑхӑр амӑшне патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Владимир Михайловичпа Галина Михайловна Ижедеровсене тата Елчӗк районӗнчи Петр Николаевичпа Марфа Михайловна Падуевсене чыслама йышӑннӑ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн «Анне» амӑш мухтавӗн паллипе Красноармейски районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Леонидовна Владимировӑна, Куславкка районӗнчи пилӗк ача амӑшне Нина Павловна Кирилловӑна, Тӑвай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Светлана Анатольевна Константиновӑна, Вӑрнар районӗнчи пилӗк ача амӑшне Людмила Геннадьевна Ксенофонтовӑна, Ҫӗнӗ Шупашкарти сакӑр ача амӑшне Ольга Викторовна Матлаша, асӑннӑ хулари пилӗк ача амӑшне Валентина Михайловна Мешковӑна, Ҫӗмӗрлери пилӗк ача амӑшне Татьяна Юрьевна Мотовӑна, Канаш районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Николаевна Наумовӑна, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Валентина Николаевна Плисовӑна чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |